Нестерова Зоя Алексеевна
(1925-2013)

Нестерова Зоя Алексеевна

Зоя Алексеевна Нестерова 1925 ҫулхи раштавӑн 24-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Анат Кушар ялӗнче ҫуралнӑ. Упири вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Комсомольски районӗнчи Чурачӑкри тата Красноармейски районӗнчи Упири вӑтам шкулсенче ӗҫленӗ.

1957 ҫулта З. А. Нестеровӑна пурнӑҫ ҫулӗ Магадан облаҫне илсе ҫитернӗ. Ягодное ятлӑ район центрӗнче ҫирӗм ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Пенсие тухсан ҫемйипе Чӑваш Республикине каялла таврӑннӑ. Ҫыравҫӑн чи малтанхи «Пирвайхи юрату» калавӗ 1957 ҫулта «Ялав» журналта пичетленнӗ.

[2013 ҫулта ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ].

3. Нестерова 1995 ҫултанпа Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Чее мулкач» (1984), «Ванюш курнӑ тӗлӗнтермӗшсем» (1987), «Ылтӑн пӗрчисем» (1991), «Арҫынсем те макӑраҫҫӗ» (роман, 2003).

Зоя Нестерова // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 254.