Ишентей (Петров) Николай Петрович
(1953)

Ишентей (Петров) Николай Петрович

Николай Петрович Петров (Ишентей) 1953 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ хыҫҫӑн Совет Ҫарӗнче пулнӑ.

Кайран ял хуҫалӑхӗнче, журналистикӑра, халӑха вӗрентес ӗҫре вӑй хунӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн писательсен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Хальхи вӑхӑтра ҫыравҫӑ «Капкӑн» журнал редакторӗнче ӗҫлет. Паллӑрах кӗнекисем: «Чӗвӗлпи» (1993), «Ҫӗр пин чечек ҫӗршывӗнче» (1995), «Ҫавра кӳлӗ хӗрринче» (2001), «Хӳреллӗ дневник» (2004), «Тӗрӗллӗ ҫыру тӗлӗнтермӗшӗсем» (2005), «Ташлакан купӑс» (2006), «Чарусӑр мечӗк» (2008), «Хаваслӑ кӑлтӑрмач» (2009), «Кӗрешӳпе юрату» (2011), «Пӗчӗк салтак» (2012), «Планетӑпа чӗре» (2012).