Янкас (Ефимов) Нестер Кириллович
(1909-1942)

Янкас (Ефимов) Нестер Кириллович

Нестер Янкас 1909 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕнчи Янкасра вӑтам хресчен килйышĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулта, Упири ултă çул вĕренмелли шкулта, икĕ çул Çĕрпÿри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Вунултă çултах Шупашкарти типографине ĕçлеме кĕнĕ. Каярах "Сунтал" журнал редакцийĕнче, Самар хулинчи Мяги ячĕпе хисепленекен типографире редактор, Чăваш кĕнеке издательствинче техредактор, 1934 çултанпа "Сунтал" журналăн ответлă секретарӗ пулса ĕçленĕ.

Сăвăçăн кунçулĕ 1942 çулта татăлнă.

Поэт хăйĕн произведенийĕсенче çĕнсе илнĕ телейлĕ пурнăçа ("Улăх кĕвви", "Çул тăрах", "Тулли кĕмĕл уйăх"), халах паттăрлăхне ("Чапаев вилĕмĕ", "Михаç", "Савнине", "Амăшĕ", "Мухтавлă вилĕм") мухтанă.

Поэтăн лирика сăнарĕ пурнăç илемне хĕрÿ ĕçре шыракан çамрăк ("Ялта", "Шетмĕ шывĕ хĕрринче", "Юра пуçламăшĕ") çын. Янкас рабочи класс çинчен те ("Фабрикăра!..", "Кĕрхи Атăл", "Фабрика юррисем") чылай çырнă. Унăн калав, очерк нумай, вĕсенчен çаксене асăнмалла: "Паттăр хĕр", "Тыткăнра", "Телейлĕ çул", "Сăрнаев", "Катя".

Нестер Янкас (1909-1942) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н. Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. - С. 214.