Васькин (Никитин) Василий Никитич
(1917-1942)

Васькин (Никитин) Василий Никитич

Василий Васькин – чӑваш ҫыравҫи, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Вӑл 1917 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Красноармейски районне кӗрекен Шывпуҫӗнче ҫуралнӑ. 1931 ҫулта Канаш районӗнчи Энтриялӗнчи колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Улатӑрти педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. 1935-1939 ҫулсенче Шывпуҫӗнчи тулли мар вӑтам шкулта, 1939-1941 ҫулсенче Канаш районӗнчи Чарпуҫӗнчи вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхи вӗрентнӗ.

Васькин В. Н. 1939-1940 ҫулсенче Чӑваш педагогика институтӗнче чӗлхепе литература факультетӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗреннӗ. 1936-1940 ҫулсенче ҫамрӑк сӑвӑҫӑн сӑввисем «Пионер сасси» тата «Ҫамрӑк большевик» хаҫатсенче тӑтӑшах пичетленсе пынӑ. 1934-1940 ҫулсенче граждан вӑрҫи паттӑрӗсем ҫинчен «Сергей Лазо» ятлӑ поэма ҫырнӑ. Ҫак ҫулсенчех унӑн калавӗсем те пичетленнӗ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1941 ҫулта тухса кайнӑ. 1942 ҫулхи кӗркунне Конотоп хулине ирӗке кӑларассишӗн пынӑ ҫапӑҫусене хутшӑнса паттӑрсен вилӗмӗпе вилнӗ. 1961 ҫулхи май уйӑхӗнче фронтра вилнӗ ытти ҫыравҫӑсемпе пӗрле СССР ҫыравҫисен Союзне илнӗ.

Ҫапӑҫу хирӗнчи паттӑрсем ҫинчен сахал мар сӑвӑ ҫырнӑ. Икҫӗр ытла пичетленнӗ статьясемпе алҫырусен авторӗ. Унӑн тӗрлӗ ҫулхи сӑввисем «Сӑвӑсем» кӗнекере, «Юлашки юн тумламӗччен...» тата «Сердце, пробитое пулей» калавсемпе сӑвӑсен пуххисенче пичетленсе тухнӑ.