Ухсай Мария Дмитриевна
(1908-1969)

Ухсай Мария Дмитриевна

Мария Дмитриевна Ухсай – чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ, куҫаруҫӑ, СССР писательсен союзӗн членӗ (1949), Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1968).

Ҫыравҫӑ 1908 ҫулхи январӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Карач ялӗнче учитель ҫемйинче ҫуралнӑ.

1925 ҫулта вӑл Карачри сакӑр ҫул вӗренмелли шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Чӑваш педагогика техникумне вӗренме кӗрет. Техникумран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пӗр хушӑ шкулта вырӑс чӗлхипе литератури вӗрентет. Пӗлӳ шайне ӳстерес ӗмӗт Мария Дмитриевнӑна Чӑваш патшалӑх педагогика институтне илсе ҫитерет.

Институтра пултаруллӑ вӗреннине шута хурса тата шкулта ӗҫленӗ опыт пуррине кура Мария Дмитриевнӑна институт хыҫҫӑн тӳрех Канашри педагогика училищине пулас учительсене вӗрентме яраҫҫӗ. Вӑтӑрмӗш-аллӑмӗш ҫулсенче вӑл республика тулашӗнче, Ульяновскра, Чӑваш педагогика училищинче ӗҫленӗ. Шкулта, училищӗре ӗҫлени ҫамрӑк ҫыравҫӑн пултарулӑхне ача-пӑча тӗнчипе малашлӑхра та ҫирӗп ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл ачасем валли илемлӗ хайлавсем чылай хывнӑ.

1940 ҫулта М. Ухсай Шупашкара яланлӑхах куҫса килнӗ, хӑйӗн малашнехи пурнӑҫне йӑлтах чӑваш литературипе ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл ҫырнӑ произведенисене ачасем хапӑл туса йышӑннӑ. «Кӑра ҫилсем» повесть, сӑмахран, илӗртӳллӗ чӗлхипе, ҫынсен сӑнарӗсене, вӗсен характерӗсене ӑста уҫса пама пултарнипе ҫамрӑк вулакансен кӑмӑлне килнӗ. Ку хайлавра ҫыравҫӑ чӑваш хресченӗн 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пӑлхавӑрлӑ пурнӑҫне сӑнланӑ.

Ҫыравҫӑ 1969 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Мария Ухсай чӑваш литературинче пьесӑсем ҫырнипе те йӗр хӑварнӑ. Вӑл ҫырнӑ хайлавсене чӑваш театрӗсен сценисем ҫинче темиҫе хутчен те лартнӑ. Ҫав пьесӑсем ачасен кӑмӑл-шухӑшӗпе, ӗмӗчӗпе ҫывӑх, вӗсем ҫамрӑксен эстетикӑлла туйӑм пуянлӑхне аталанма, тавра курӑмне анлӑлатма чылай пулӑшнӑ.