Туркай (Воробьев) Валерий Владимирович
(1961)

Туркай (Воробьев) Валерий Владимирович

Валерий Владимирович Воробьев (Туркай) 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А. В. Луначарский ячӗллӗ Театр аслӑ курсӗсенче вӗреннӗ. Чӑваш Республикин писательсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюровӗнче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикин профессиллӗ писательсен союзне ертсе пынӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ.

Малтанхи сӑввисем 1976 ҫулта Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫатра пичетленнӗ. Унӑн «Телейпе юнашар», «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ?», «Каҫар мана» пьесисене Чӑваш академи драма театрӗпе Ҫамрӑксен театрӗн сценисем ҫинче лартнӑ. Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премие панӑ. В. Туркай – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ, Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулин хисеплӗ гражданинӗ.

Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлкуҫ ҫути» (1989), «Шурӑ фарфӑр чашӑк» (1994), «Турӑ питӗнчи куҫҫуль» (1996), «Пурӑнатпӑр-ха» (1999), «Чунӑм манӑн, чунӑм...» (2003), «Моя бунтарская карма» (2011), «Ку эпӗ - Валери Туркай!» (Это – я Валери Тургай) (2013).

Валери Туркай // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 574.