Турхан Якку (Васильев Яков Васильевич)
(1874-1938)

Турхан Якку (Васильев Яков Васильевич)

Турхан Яккӑвӗ (Яков Васильевич Васильев) 1874 ҫулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Карапай (халӗ Турхан) ялӗнче çуралнă. Курнавăшра пуçламăш пĕлӳ илнĕ хыççăн Хусанта учительсем хатĕрлекен семинарирен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ çĕрте учительте, чиркӳре ĕçленĕ. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă.

"Варуççи" поэмăпа палăрнă сăвăç Турхан Яккăвĕ тĕрлĕ енлĕ ăста пулнă. Вăл ал ĕçĕ тума та, сăвă-калав çырма та, ачасене шкулта вĕрентме те, ваттисене чиркÿре йăпатма та пултарнă.

1920 çулсенче Юпари пăлхавăр хыççăн вăл тĕн санне пăрахни çинчен хаçат урлă пĕлтерет. 1924 çултанпа Хусанта пурăннă.

Турхан Яккăвĕ - куçаруçă, ăста сăвăç, вырăс поэзине чăвашла куçарма тытăнакансенчен пĕри. Вăл В. Жуковский, А. Пушкин, И. Козлов, М. Лермонтов, А. Кольцов, Н. Некрасов сăввисене куçарнă. Лирикăн тĕрлĕ тĕсĕпе жанрне аталантарса, вăл чăваш поэзине сисенмеллех пуянлатнă. Унăн пултарулăхĕнче халăх юрри майлă сăвăсем те, анăçри поэзире унчченех çирĕпленнĕ жанрсем те пур.

Ĕмĕрĕ унăн сарăмсăр татăлнă. Поэт 1938 çулта Архангельск облаçĕнче вилнĕ.