Турхан Хӗветӗрӗ (Васильев Федор Васильевич)
(1876-1932)

Турхан Хӗветӗрӗ (Васильев Федор Васильевич)

Турхан Хĕветĕрĕ (Федор Васильевич Васильев) 1876 ҫулхи февралӗн 13-мӗшӗнче Елчĕк районӗнчи Карапай (халӗ Турхан) ялӗнче çуралнă. Кÿршĕ ялта - Курнавăшра пуçламăш пĕлÿ илнĕ, ӗмĕр тăршшĕпех тăван ялĕнче пурăннă.

Литература ĕçне XIX ĕмĕр вĕçĕнче кӳлĕннĕ, ăна ку ĕçре хăйĕн пиччĕшĕ Турхан Яккăвĕ хавхалантарса, пулăшса пынă. Пĕтĕмпе вăл хĕрĕхе яхăн сăвă çырнă.

Поэт лирикăлла сăвăсемпе пĕрлех чăваш поэзийĕнче сатира жанрне чĕртсе ярас тĕлĕшпе те вăй хурать. Ăсталăха вăл чăваш халăх юррисенчен, М. Ю. Лермонтовпа И. А. Крыловран вĕренсе пынă. Унăн тавра-курăмĕпе поэзине тĕн литератури те витĕм кÿнĕ. Халиччен унăн сăввисем сахал пичетленнĕ. "Юмăç" сăвă 1903 çултах "Чăваш календарĕнче" тухнă.

1932 çулта вăрман каснă чухне сарăмсăр вилнĕ.