Турхан Энтри (Васильев Андрей Васильевич)
(1888-1972)

Турхан Энтри (Васильев Андрей Васильевич)

Андрей Васильевич Турхан Елчĕк районӗнчи Карапай (халĕ Турхан) ялӗнче 1888 ҫулта ҫурлан 20-мӗшӗнче çуралнă. Курнавăшри пуçламăш, Елчĕкри икĕ класлă шкултан вĕренсе тухсан 1904 çулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарие кайса кĕрет. Совет сама-нинче вăл Мускаври ют çĕршыв чĕлхисен пединститутĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илет.

Хăй ĕмĕрне ытларах шкулта ĕçлесе ирттернĕ. 1930 çулсенче Патăрьелти педучилищĕре нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ.

Литература ĕçне Хусанти çулсенче хастар тытăнать, куçару ĕçне пикенет: Мольерăн "Хытă" комедине (1905), Е. Боголюбовăн "Спартак" ятлă историллĕ очеркне (1906), вырăс халăх юррисене, вăл шутра революци юррисене куçарнă ("Интернационал", "Варшавянка" т. ыт. те). Турханăн "Тĕпсакай" пьеса пур (1920). Куҫаруӗҫӗнче те вӑл ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ, К. Тетмайерĕн "Хресчен ирĕклĕхĕшĕн" калавне куçарса кăларнă (1926).

Ҫыравҫӑ 1972 ҫулта ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче вилнӗ.

Турхан Энтри (1888-1972) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н. Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. – С. 25.