Тукташ (Семенов) Илья Семенович
(1907-1957)

Тукташ (Семенов) Илья Семенович

Илле Семенович Тукташ - поэт-лирик, проза ăсти, фольклорист, куçаруçă.

Ҫыравҫӑ 1907 çулхи августăн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралса ÿснĕ. Шупашкарти партипе совет шкулĕнчен 1928-мӗш çулта вĕренсе тухнă, икĕ çул Самарти геолого-разведочнăй институтра вĕреннĕ. Атай, Элĕк вулăсĕнчи комсомол комитечĕсенче ĕçленĕ, "Хатĕр пул" журналăн, "Колхозник" (Самарта тухнă) хаçатăн ответлă секретарӗ (1930-1932), ялти шкул учителӗ, Чăваш кĕнеке издательствин редакторӗ (1933-1935), наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникӗ (1935-1942), фронтри хаçатсен çар корреспонденчĕ (1942-1944), чăваш писателĕсен Союзĕн правлени председателĕ пулнă.

Литература ĕçне 20-мĕш çулсенче тытăннă. Малтанхи сăввисен пуххи 1930 çулта пичетленсе тухнă (Н. Янкаспа Уйăп Мишши сăввисемпе пĕрле). Ытларах лирикăлла сăвăсем - "Шурă кăвакарчăн", "Октябрь ҫилӗ", "Шурă роза", "Тăван çĕршыв", "Кĕмĕл тополь" т. ыт. те çырнă. Унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем юрăсем: "Юрлар, ай, тантăшсем", "Кам-ши, кам-ши?", "Атăл", "Ĕç юрри" (Г. Хирбю кĕвви); "Тăван çĕршыв", "Сар каччă", "Савниçĕм" (Г. Лебедев кĕвви); "Çурхи хĕвел", "Шурă кăвакарчăн" (В. Воробьев кĕвви); "Хĕл илемĕ" (А. Орлов-Шуçăм кĕвви); "Шурă роза" (Ф. Лукин кĕвви) кĕвĕленĕ, вĕсенчен нумайăшĕ халăхра сарăлнă. Сăвăласа "Телей чечекĕ" пьеса-юмах çырнă. Прозăра ытларах очеркĕсемпе ("Пĕрремĕш çĕнтерÿ", "Çамрăк колхозниксем", "Иван Поляков", "Çĕр хуçисем"), калавĕсемпе ("Икĕ вăй", "Лашасем кĕçенеççĕ", "Этем çуралчĕ", "Пурнăç пуçламăшĕ") палăрнă. Унăн пултарулăхĕнчи тĕп темăсем: ирĕклĕхшĕн пынă кĕрешÿ, çĕнĕ пурнăç çĕнтерсе пыни, халăхăн вăрçăри паттăрлăхĕ тата ытти те. Вăл К. В. Иванов, С. В. Элкер, Н. Т. Ваçанкка пултарулăхĕсене тишкернĕ. "Чăваш фольклорӗ" (1940) сборник хатĕрленĕ. М. Горький, М. Шолохов, В. Шекспир тата ытти вырăс писателĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарнă. Вӑтам шкул валли учебник çырнă.

Илле Тукташ (1907-1957) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н.Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. – С. 220