Трубина Мархви (Марфа Дмитриевна Трубина)
(1888-1956)

Трубина Мархви (Марфа Дмитриевна Трубина)

Трубина Мархви (Марфа Дмитриевна Трубина) 1888 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ.

Тӑхӑр ҫултах ашшӗнчен тӑлӑха юлнӑ. 1903–1909 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫӗнчи земство шкулӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл яланах учитель ӗҫӗнче вӑй хунӑ. Халӑха вӗрентес ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Ленин орденӗпе, «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медальпе наградӑланӑ, Чӑваш АССР шкулӗпе РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ хисеплӗ ятсем панӑ.

Ҫыравҫӑ 1956 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ.

Трубина Мархви 1934 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ пулнӑ. Паллӑрах кӗнекисем: «Чӑваш юмахӗсем» (1919, 1924), «Хӗрлӗ галстук» (1925), «Ҫӗнтерчӗ» (1927), «Марине» (1929), «Хӑнаран» (1931), «Ӗҫ тухмарӗ» (1933), «Мучар» (1934), «Хӗллехи кунсенче» (1935), «Калавсем» (1939), «Калавсемпе юмахсем» (1947), «Асӑнмалӑх, савӑнмалӑх» (1953), «Шӗшкӗ» (1958), «Вупӑр» (1959), «Ача чухнехи» (1960, 1981, 2003), «Ҫырнисен пуххи» (I – 1970, II – 1975).

Трубина Мархви // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 32.