Терентьев Геннадий Терентьевич
(1929-2006)

Терентьев Геннадий Терентьевич

Геннадий Терентьевич Терентьев 1929 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1947–1949 ҫулсенче Тӑвайри культура ҫуртӗнче илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫленӗ. 1953–1954 ҫулсенче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театре ҫумӗнчи студире, 1955 ҫулта Шупашкарти ӗҫ ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗреннӗ. Г. Терентьев ҫавӑнтанпа хӑйӗн ӗмӗрне театрпа ҫыхӑнтарнӑ: 1954–1989 ҫулсенче артист, 1971–1998 ҫулсенче литература пайӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Г. Терентьев вунӑ ытла пьеса ҫырнӑ. Вӗсенчен паллӑраххисем: «Нонка юратӑвӗ» (пӑлхар писателе И. Петров повеҫӗ тӑрӑх ҫырнӑ инсценировка), «Хурӑнлӑхра ҫуркунне», «Ывӑлсем (Савнӑ йӑмрасем)», Е.А. Афанасьевпа пӗрле – «Алӑри кайӑк», «Шехри леш тӗнчере». Тӗрлӗ ҫулсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче унӑн «Энӗш хӗрринче», «Эльпуҫӗнчи Нарспи», «Анаткасра», «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере», «Савни-савниҫӗм, сан пӗлесчӗ» музыкӑллӑ камичӗсене лартнӑ. Вӑлах – «Ухтер мучи юррисем» телеспектаклей авторе тата тӗп роле выляканӗ.

2006 ҫулхи ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1970), Чӑваш АССР халӑх артисчӗ (1976), РСФСР халӑх артисчӗ (1982). К. С. Станиславский ячӗллӗ РСФСР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ (1971).

Геннадий Терентьев // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2014. – [Т. 3] : Драматургия. – С. 395.