Таллеров Лаврентий Васильевич
(1929-2013)

Таллеров Лаврентий Васильевич

Лаврентий Васильевич Таллеров 1929 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ, ӗҫленӗ хушӑрах вӗренсе Елабугӑри (Тутарстан) библиотека техникумне пӗтернӗ. Нумай ҫул хушши районти «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗ пулнӑ. 1969 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Вунӑ ҫула яхӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн культура, литературӑпа искусство пайне ертсе пынӑ. Унтан «Тӑван Атӑл» журнал редакцине ӗҫлеме куҫнӑ, яваплӑ секретарь, тӗп редактор ҫумӗ пулнӑ, 1985–1989 ҫулсенче тӗп редакторта ӗҫленӗ.

Литературӑри пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» (1981) тата «Чӑваш АССР халӑх писателӗ» (1988) хисеплӗ ятсем панӑ.

[2013 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ].

Л. Таллеров 1976 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Хурӑн шывӗ» (1975), «Култарам-ха арӑмран» (1977), «Юхать юхан шыв» (1978), «Сӑпка юрри» (1979), «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул курӑнать» (1983), «Хӗвел ҫаврӑнӑш – ылтӑн ҫӳҫ» (1986), «Эрхип мӑнукӗ Эрхип» (1992); вырӑсла – «Звезда путеводная» (1992). Юлашки ҫулсенче писатель «Йӗркеллӗ ҫын асапӗсем» тата «Шеремет» романсем ҫырчӗ.

Лаврентий Таллеров // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 288.