Станьял (Никитин) Виталий Петрович
(1940)

Станьял (Никитин) Виталий Петрович

Виталий Петрович Никитин (Станьял) 1940 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче колхозник кил-йышӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫӳлтикасси вӑтам шкулӗнче, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аспирантура пӗтернӗ. 1970–1989 ҫулсенче унтах литературӑпа фольклор кафедринче ӗҫленӗ. Филологи наукисен кандидачӗ, доцент, литература вӗрентӗвӗн меслетҫи. Калининри ачасен ҫуртӗнчи, Каҫал, Шӑмӑршӑ, Шупашкар районӗсенчи вӑтам тата Шупашкарти аслӑ шкулсенче, «Молодой коммунист», «Коммунизм ялавӗ», «Советская Чувашия» хаҫатсенче, Чӑваш патшалӑх гуманитари тӗпчев институтӗнче тӑрӑшнӑ. Тӗпчев статйисем, тӗрленчӗксем, вӑтам шкулпа аслӑ шкул валли кӑларнӑ вӗренӳ кӗнекисем, программӑсем тата йӗркелесе е редакцилесе кӑларнӑ пухчӑсем 100 ятран иртеҫҫӗ.

Вӑл пуҫарнипе И. Я. Яковлев обществине (1988), Чӑваш таврапӗлӳҫисен союзне (1991), Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнерӗсен академине (1992), Чӑваш наци конгресне (1992) йӗркеленӗ. Ку пӗрлӗхсем XX–XXI ӗмӗрсен чиккинче чӑвашлӑх ӗҫне палӑрмалла витӗм кӳме пултарнӑ.

Лирикӑллӑ сӑвӑсен виҫӗ кӗнекине кӑларнӑ: «Ытамлатӑн, ҫӗршывӑм, мана» (1980), «Ӑраскал тӗпренчӗкӗ» (2001), «Юрату йӗтесӗ» (2004).

Виталий Станьял // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 424.