Смолин Анатолий Семенович
(1957-2012)

Смолин Анатолий Семенович

Анатолий Семенович Смолин – поэт, куҫарӳҫӑ, Чӑваш комсомолӗн М. Ҫеҫпӗл ячӗллӗ преми лауреачӗ (1993), Ф. Карим, Ҫ. Эльгер, Трубина Марфи, Г. Айхи премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1996), Раççей писателĕсен союзĕн членĕ (1987).

Ҫыравҫӑ Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче 1957 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче çуралнă.

1957 çулта Кармăшри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн икĕ çул çар хĕсметĕнче тăрать. Унтан таврăнсан Куславкка районĕнчи «Ялав» хаçатра, район культура пайĕнче ĕçлет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн чăваш литератури кафедринче вăй хурать, унтан вунвиçĕ çула яхăн «Çилçунат» журналта ĕçлет. 1984-1996 ҫҫ. «Çилçунат» журналӑн тĕп редакторӗ. Поэт 1996-1999 ҫҫ. Чӑваш Республикин Президенчĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.

Анатолий Смолин çыравçă пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ. Вăл публицистикăра та, лирикăра та, куçару ĕçĕнче те ăнăçлă ĕçлет. Унăн пултарулăхне чăваш композиторĕсем те килĕштереççĕ: Ф.Лукин, П.Федоров, А.Асламас, Ю.Кудаков, Г.Маркиянов тата ытти композиторсем унӑн сăввисемпе сахал мар янăравлă та çепĕç юрăсем кĕвĕленĕ.

Ҫыравҫӑ 2012 ҫулта ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

А.Смолинăн «Çаврăм» (1991), «Кĕтрет кĕтесĕ» (1994), «Çӳретпĕр Çеçпĕл çулĕпе» (1999) тата ытти сăвă пуххисем тухнă.