Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин)
(1899-1922)

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин)

Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Кузьмин) 1899 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнинчи Çĕрпÿ уесĕнчи Касакасси ялĕнче (халĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕ) чухăн хресчен килйышĕнче çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пулас поэт Шăхасан вулăс кантурĕнче переписчик пулса ĕçленĕ. 1914-1917-мĕш çулсенче Шăхасанти учительсем хатĕрлекен иккĕмĕш класлă шкулта вĕреннĕ.

Вăл литературăпа питĕ интересленнĕ, хай те çырма пуçланă, юлташĕсемпе пĕрле алăпа çырса «Çăлтăр» ятлă журнал кăларса тăнă. 1917 çулхи кĕркунне поэт Тутар республикинчи Теччĕ хулинчи учительсем хатĕрлекен семинарие кайса кĕнĕ. Часах çамрăксем хушшинче агитатор пулса ĕçлеме тытăннă. 1918 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнче ăна парти ретне илнĕ. Ун çинчен хăйĕн дневникĕнче çапла çырнă вăл: «Партие кĕрсен, хама хам ирĕклĕ те вăйлă туйма пуçларăм, пролетариатпа пĕрле пурнăçăн чăн-чăн хуçи пулнине ăнланса илтĕм. Çавăнтан вара ăс-хакăлăм уçă. Шухăшăм хăватлă. Эпĕ – коммунист!». Çеçпĕл Мишши Мускавра В. И. Ленина курнă, унăн сăмахне итленĕ. Çакна поэт пысăкран та пысăк телей тесе шутланă.

Поэт-коммунист Чăваш тăрăхăнче Совет влаçне çирĕплетес-сишĕн ывăнма пĕлмесĕр кĕрешнĕ паллăран та паллă çынсенчен пĕри пулнă. Çав хушăрах Çеçпĕл тăван литературăна аталантарас тесе çине тăрсах, чун-чĕререн тăрăшнă, хăйĕн паллăрах сăввисене «Пурнăçпа вилĕм», «Чăваш чĕлхи», «Чăваш ачине», «Эп вилсен», «Чăваш поэтне Ахаха асăнса», «Чăн чĕрĕлнĕ», «Йывăр шухăшсем» т. ыт. те çырнă.

1919 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Теччĕри судпа следстви комиссийĕнче ĕçлеме тытăннă. 1920 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Революци комитечĕ Çеçпĕле Чăваш автономи облаçĕнчи Ревтрибунал председательне, юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Облаçри Революци комитечĕ юстици пайĕн пуçлăхне лартнă. Çеçпĕл Мишши 1920 çулта раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче юстици уйрăмĕн ĕçĕсемпе Хусана командировкăна тухса кайнă. Вăл Хусанта чухне, раштав уйăхĕн 25-мĕшĕ умĕнхи каç Юстици уйрăмĕн çуртĕнче вут тухнă. Юстици çуртне вут тĕртме хатĕрленĕ тенĕ суя сăмахпа раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çеçпĕле арестленĕ. Юлташĕсем Çеçпĕл Мишшине хăйсен çăклăхне илсе 1921 çулхи нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирĕке кăларнă.

Çав йывăр вăхăтра Çеçпĕле тепĕр инкек пырса çапнă: шăмă туберкулезĕ ăна пĕтĕмпех аптратса çитернĕ. Сывлăхĕ хытах хавшаса çитсен, кăштах сывалма поэт Крыма тухса кайнă. Евпаторири санаторире «Чăваш, чăваш», «Тинĕсе», «Инçе çинçе уйра уяр», «Çĕн Кун аки», «Катаран каç килсен» сăввисене çырнă. Санаторире Украинăран сывалма пынă Ф. Н. Пакрышеньпе, К. И.Турганпа, Мускавран пынă С. А.Ивановпа паллашнă. 1921 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Киеври илемлĕх шкулне вĕренме кĕнĕ. Илемлĕх шкулĕнче ик эрнене яхăн вĕреннĕ хыççăн Киеври уес çар комиссариачĕ Çеçпĕле, çар службинчен хăтарнă вăхăчĕ пĕтнĕрен, Хĕрлĕ Çар ретне йышăнă, 3-мĕш запас полкри командăна телефонпа телеграф ĕçне вĕренме янă. Туберкулез чирĕ амаланса пынă пирки нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче ăна Хĕрлĕ Çар службинчен хăтарнă. Кун хыççăн сăвăç хăйĕн Чернигов кĕпĕрнин Остер уесĕнчи Кашкăр Сăрчĕ ялĕнче пурăнакан тусĕ Федор Пакрышень патĕнче пурăннă. Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче вăл Остер уесĕнчи çĕрĕç пайне делопроизводителе ĕçлеме кĕнĕ. Унта вăл делопроизводительре тата çĕнĕ çĕре куçакансен комисси инструкторĕнче ĕçленĕ, Атăл тăрахĕнчен выçлăх çулхине тухса килнĕ çынсене пулăшу кÿрес пирки хытă тимленĕ.

Сăвăç 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Остер хули çывăхĕнчи Кивĕ хула ятлă ялта çакăнса вилнĕ

Çеçпĕл Мишши чăваш поэзине силлабикăллă-тоникăллă сăвă виçине кĕртнĕ, ку тĕлĕшпе унăн «Сăвă çырасси» ятлă статйи паллă вырăн йышăнать («Канаш» хаçатра 1920 çулта пичетленсе тухнă). Унăн сăввисем çав тери йывăр вăхăтра халăхăн шанчăклă ывăлĕсемпе хĕрĕсене паттăр пулма чĕннĕ, кĕрешÿре хавхалан-тарнă.

Революци çулĕ çине çамрăклах хастарлăн тăнă сăвăç. Пурнăçра çутă ĕмĕтлĕ, çирĕп кăмăллă, «хыт утăмлă» пулнă. Кăвар чĕреллĕ поэт сăнарĕ пире халĕ те пурнăçа юратма, пуласлăхшăн кĕрешме, яланах хастар та хăюллă пулма вĕрентет.

Çеçпĕл Мишши çырнисем чăваш литературин ылтăн фондне кĕрсе юлчĕç.