Сементер (Семенов) Юрий Семенович
(1941)

Сементер (Семенов) Юрий Семенович

Юрий Семенович Семенов (Сементер) 1941 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Танӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Кӗҫӗн Шетмӗри тулли мар вӑтам шкулта, Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ филологи пӗлӗвӗ илнӗ.

Салтак хӗсметӗнче Германире тата Атӑлҫи ҫар округӗнче политика ӗҫӗнче тӑнӑ. Комсомолӑн Ҫӗрпӳ райкомӗнче, Ҫӗрпу район хаҫатӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Ялав» журналта тӗп редактор пулса (1974–2005) ӗҫленӗ.

Пӗрремӗш сӑввисем 1956 ҫулта пичетленнӗ. 1973 ҫултанпа СССР писателӗсен союзӗнче тӑрать.

Поэт хӗрӗхе яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш композиторӗсем унӑн улт ҫӗр сӑввине юрра хывнӑ, либреттисем тӑрӑх «Телей кайӑкӗ», «Аттила» оперӑсем, «Шур акӑш» музыка комедийӗ, «Вӑрман ачисем» балет, вунӑ ытла ташӑпа юрӑ сюити лартнӑ. Поэт куҫару ӗҫӗнче те сахал мар тӑрӑшнӑ.

Илемлӗ литература анинчи ҫитӗнӳсемшӗн Ю. Сементере «Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» ят панӑ (1999), Туслӑх орденӗпе наградӑланӑ (1996).

Юрий Сементер // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 435.