Сандров (Александров) Николай Александрович
(1922-1989)

Сандров (Александров) Николай Александрович

Николай Александрович Сандров Тăвай районĕнчи Чÿкçырми ялĕнче 1922 ҫулта кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вăрманхĕрринчи пуçламăш шкулта, Тăвайĕнчи вӑтам шкулта вĕреннĕ. Шкул сакки çинченех фронта тухса кайнă. Новгород, Двинск, Полоцк хулисене ирĕке кăларать, Ленинграда хÿтĕлет.

"Чи лайăх вăхăта эп вăрçăра ирттертĕм. Пăрлантăм юр çинче, ислентĕм шурлăхра", - тесе аса илнĕ йывăр яшлăхне Николай Александрович Сандров сăвăç. "Пĕлетне эс, тен, çĕр çынтан виç çын килсе-ши эпĕр юнлă вăрçăран?" - тесе ыйтать унран тантăшĕ. ("Тантăшпа тĕл пулни".) Чăнах та, Николай Сандров тантăшĕсем вăрçă хирĕнчен питех те сахаллăн таврăннă.

Вăрçăран таврăннă артиллерист Шупашкарти И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институтенчен вĕренсе тухать. Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлет.

Николай Сандровӑн пирвайхи литература хайлавӗсем 1950 ҫулсенче пичетленсе тухнӑ. Н. Чернышевский, З. Воскресенская, Т. Шевченко, Я. Купала, К. Хетагуров, М. Джалиль, Р. Гамзатов, К. Кулиев тата ытти тăванла халăх сăвăçисен хайлавĕсене чӑвашла куçарать.

Паллӑрах хайлавӗсем: «Ăçта каян, куккук», «Санпа курса калаçмасан», «Пахчи, пахчи, хăмла пахчи» и др. Н. А. Сандров сăввисемпе юрăсем хывнă. Вĕсем тăтăшах янăраççĕ.

Ҫыравҫӑ 1989 ҫулта ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вилнӗ.