Рзай Виктор Ефремович
(1906-1970)

Рзай Виктор Ефремович

Виктор Ефремович Рзай 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кавал салинче ҫуралнӑ. 1914–1920 ҫулсенче хӑйсен ялӗнчи икӗ класлӑ шкулта, 1924–1926 ҫулсенче Шупашкарти совпартшкулта вӗреннӗ. 1927–1929 ҫулсенче «Канаш» хаҫат редакцийӗнче литература сотрудникӗнче ӗҫленӗ, «Сунтал», «Капкӑн» журналсемпе «Ҫамрӑк хресчен» хаҫат ӗҫне хастар хутшӑннӑ. 1928–1933 ҫулсенче Хусанти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Тутар республикинчи Ҫут ӗҫ министерствинче инспекторта ӗҫленӗ. 1933 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ, Чӑваш Писателӗсен союзӗн правленийӗнче вӑй хунӑ.

1934–1944 ҫулсенче В. Рзай Тутар республикипе Ульяновск облаҫӗнчи вӑтам шкулсемпе аслӑ шкулсенче вырӑс чӗлхи вӗрентнӗ. 1944–1945 ҫулсенче каллех пичет ӗҫӗнче пулнӑ. 1945–1966 ҫулсенче Канашри медицина училищинче тата учительсем хатӗрлекен институтра вырӑс чӗлхипе литература вӗрентнӗ. Кайран мӗн виличченех Шупашкарта пурӑннӑ.

Писатель 1970 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилнӗ.

В. Рзай 1934 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ пулнӑ. Унӑн кӗнекисем: «Ҫамрӑк вӑхӑт» (сӑвӑсем, 1928), «Виҫӗ калав» (1930), «Калавсем» (1934).

Виктор Рзай // Чӑваш литературин антологийӗ. - Шупашкар, 2003. - [Т. 1] : Проза. - С. 86.