Родионов (Сӑвар Эртиван) Виталий Григорьевич
(1947)

Родионов (Сӑвар Эртиван) Виталий Григорьевич

Виталий Григорьевич Родионов (Сӑвар Эртиван) 1947 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Хураҫырма ялӗнче ҫуралнӑ. 1966 ҫулта Кульцав вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухсан Свердловск хулинче токарь профессине алла илнӗ, Шупашкарти электроаппаратура заводӗнче ӗҫленӗ. 1967–1969 ҫулсенче Ҫӗрпӳри культурӑпа ҫутӗҫ училищинче вӗреннӗ, ун хыҫҫӑн Культура ҫурчӗн директорӗнче вӑй хунӑ.

1970–1975 ҫулсенче СССР наукӑсен академийӗ ҫумӗнчи A. M. Горький ячӗллӗ Тӗнче литературин институчӗн аспирантуринче вӗреннӗ. 1976, 1979–1994 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, 1994 ҫултан пуҫласа Чӑваш патшалӑх университетӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлет. 1998–2013 ҫулсенче асӑннӑ факультета декан пулса ертсе пынӑ. Халӗ – чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин пуҫлӑхӗ, диссертаци канашӗн председателӗ (1994 ҫултанпа).

Филологи наукисен докторӗ (1993). Чӑваш (1997) тата Раҫҫей (2010) ӑслӑлӑхӗсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ (1995).

Сӑвар Эртиван // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 495.