Павлов Сергей Лукиянович
(1955)

Павлов Сергей Лукиянович

Сергей Лукиянович Павлов 1955 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ушанар ялӗнче ҫуралнӑ. 1977 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ, каярахпа Комсомолӑн Мускаври аслӑ шкулӗнче тата Обществӑлла наукӑсен академийӗнче политолога вӗреннӗ. «Молодой коммунист», «Ульяновец» хаҫатсен редакторӗ пулнӑ, Чӑваш патшалӑх телерадиокомпанийӗн председателӗнче ӗҫленӗ, халӗ – «Хресчен сасси» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ.

Сергей Павлов 1991 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ. Вӑл – икӗ коллективлӑ сборник тата ултӑ кӗнеке авторӗ. Вӗсен шутӗнче – «Сӗлкӗш» роман (I–VI кӗнекесем), «Сиплӗ ҫумӑр» (1991) повеҫсемпе калавсен пуххи, «Серепе» повесть тата ыттисем те. Унӑн хайлавӗсене вырӑсла, азербайджанла, турккӑлла, тутарла куҫарнӑ.

Сергей Павлов // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 500.