Павлов Федор Павлович
(1892-1931)

Павлов Федор Павлович

Чăваш ӳнерĕсен кĕрнеклĕ ăсти - сăвăç, кăвăсти, шилĕкçĕ, вĕрентӳçĕ Павăл Хĕветĕрĕ - Федор Павлович Павлов çыравçă Ункă шывĕ Çавала юхса кĕнĕ çĕрте Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьел ялĕнче [1892 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25 мӗшӗнче] çĕр ĕçченĕн килĕнче çуралса ӳснĕ. Халĕ Патăрьелсем хăйсен чаплă ентешĕн ятне чыслăн упраса пурăнаççĕ, ăна асăнса ятарлă музей уçнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Хветюк таврари чаплă Ишеке кайса пăхнă, анчах унти чиркӳçĕсем ăна турра хытă юратманшăн вĕренме илесшĕн пулман. Вара Хветюк çывăхри Иккассинчи икĕ класлă шкулта вĕренме пуçланă.

1907-1911 çулсенче Федор Павлов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, унти чи маттур яш-кĕрĕмпе пĕрле ăс пухнă. П. В. Пазухин, К. В. Иванов, Н. В. Шупуççынни, С. М. Максимов тата ытти пултаруллă тусĕсемпе пĕрле вăл тăван халăх ăс-хакăлĕпе ӳнерĕсемшĕн кĕрешме тупа тунă. И. Я. Яковлев хытă çине тăнипе, кĕпĕрнери вĕрентӳ ĕçĕн тӳри-шари турткаланса тăнă пулин те, Ф. П. Павлова тăван шкула музыка вĕрентме хăварнă. Ĕçленĕ вăхăтрах унăн хăйĕн те питĕ тимлĕ вĕренме тивнĕ - музыка енĕпе ятарлă пĕлӳ çук тесе ăна кирек хăш самантра та ĕçрен кăларса ярассипе хăратнă.

Вĕрентӳçĕ ятне илсен Ф. П. Павлов вирьял енче - Кушлавăшпа Палтай ялĕсенче (халĕ Йĕпреçпе Етĕрне районĕсене кĕреççĕ) шкулта ĕçленĕ, ялта хорпа драма ушкăнĕсем йĕркеленĕ. Пăлхавăр вăхăтĕнче вăл халăх сучĕсенчи туре ĕçне астивсе курнă. Çавăнпа ĕнтĕ "Сутра" камит селĕм пиçсе тухнă.

1919 çулта драматург Хусанти хĕвелтухăç халăхĕсен институтĕнче вĕренме пуçланă. Çав вăхăтра чăвашла хаçат-журналта ĕçлекенсемпе, Г. В. Тал-Мăрса пек паллă çыравçăсемпе туслашнă. Чăваш автономийĕ пулсан Ф. П. Павлов Шупашкара куçса килнĕ. Педагогика технику-мĕнче, музыка шкулĕнче ĕçленĕ, чăваш патшалăх хорне йĕркеленĕ. Чăваш хоре вăл вăхăтра Мускава çитсе чапа тухнă - чăваш юрри-кĕввине хуп хушшинчен кăларса тĕнчене илтĕнмелле янăратнă. Усĕм ăнсăртран килмен. Ф. П. Павловпа С. М. Максимов кăвăстисем хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ: халăх сăвви-юррине юратса пухнă, якатнă, тĕпченĕ, пичетленĕ, янăратнă.

Ф. П. Павлов çырнисене чăвашла-вырăсла икĕ хутчен пичетлесе кăларнă.

Кĕвĕ-чĕвĕ сисĕмĕ çиçĕм пек çĕкленсе пынă хумпа Ф. П. Павлов Питĕрти консерваторие вĕренме кĕнĕ. Музыка тĕнчин пысăк ĕçĕсене кӳлĕннĕ. Анчах хăватлă ĕмĕчĕсене пурнăçлама ăна пӳлĕх пӳреймен. Чирленĕ. Сывалма Хура тинĕс хĕррине кайнă.

1931 çулхи çĕртмен (июнĕн) 2-мĕшĕнче вăл Сочире вилсе кайнă. Ăна хăй сывалнă санатори масарĕ çинех, тинĕс хĕрринех, пытарнă.

Федор Павлов (1892-1931) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренӳпе вулав кĕнеки / Н. Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. – С. 92-93.