Осипов Петр Николаевич
(1900-1987)

Осипов Петр Николаевич

Петр Николаевич Осипов 1900 çулхи январӗн 27-мĕшĕнче Чăваш енри Куславкка районĕнчи Кутемер ялĕнче çуралнă. Ялти шкулта, Хусанти гимназире, Хусанти университетăн медицина факультетĕнче вĕреннĕ.

П. Н. Осипов - чăваш театрĕн малтанхи актерĕсенчен пĕри. Вăл чăваш театрĕн режиссере те пулнă.

1918-1919 çулсенче Хусанта, унтан Ĕпхÿре, Хĕвелтухăç фронтĕнче 5-мĕш арми штабе çумĕнче тухса таракан "Чухăнсен сасси" хаçатра ĕçленĕ. Çав çулсенчех литература ĕçне тытăннă. Вырăсларан пьесăсем куçарнă, хăй, те драмăллă произведенисем çырма пуçланă.

П. Н. Осипов çырнă паллăрах драмăсем: "Айтар", "Икĕ каччăн пĕр шухăш", "Кушар", "Çĕнĕ хум", "Ĕмĕр сакки сарлака".

1930-1934 çулсенче вăл Шупашкарти музыка техникумĕнче ĕçленĕ, сĕрме купăс калама вĕрентнĕ.

П. Н. Осипов - чăваш писателĕ, паллă драматург, Чăваш АССР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ. Вăл Чăваш республикинчи паллă тухтăрсенчен пĕри, аслă терапевт, медицина наукисен кандидачĕ.

Юлашки çулсенче писателĕн виçĕ кĕнекерен таракан "Элкей таврашĕ" романӗ пичетленсе тухрĕ.

Вăл чăваш халăх писателĕ, РСФСР тава тивĕçлĕ врачӗ, медицина наукисен кандидачĕ, драматург, режиссер, артист, куçаруçă, музыкçă, ученăй.

Петр Осипов (1900-1987) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н.Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. - С. 244.