Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич
(1894-1942)

Милли (Прокопьев) Алексей Прокопьевич

Алексей Милли (Алексей Прокопьевич Прокопьев) - чăвашсен паллă этнографе, журналисчĕ, сăвăçи.

Чăваш Республикинчи хальхи Комсомольски районĕнчи Шурут Нурăс ялĕнче 1894 ҫулта кӑрлачӑн 12-мӗшенче çуралнӑ. Гурий Комиссаров, Николай Никольский, Мĕтри Юман тата ытти талантлă та хастар çынсен сарăмсăр шăпи тивнĕ ăна – сăлтавсăрах хытă айăплани халиччен те весен пуçĕ çинчен сирĕлсе кайман-ха, уйрăм кĕнекисене çĕнĕрен пичетлесе кăларман, суя сăмахсене сирее пăрахман.

Алексей Милли пултарулăхĕ хаçат-журналта ĕçленĕ чухне палăрнă: вăл малтан "Хыпар" хаçатра, унтан хаçат ячĕ "Канаш" пулса тăрсан - "Канашра" ĕçленĕ, "Ана" журнал кăларнă, "Чухăнсен сасси" хаçат редакцийĕпе пĕрле вăрçă çулĕсем тăрӑх Çĕпĕр çĕрне çитиех çӳренĕ. Ку хаçат-журналта А. Милли çырнă сăвă-калавпа статьясем теçетки-теçеткипе. Сăвăç 1919 çулта "Ирĕклĕх юррисем" кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăл пуçарнипех 1920 çулта Чĕмпĕрте "Чăвашла çыракансен ушкăнĕ" йĕркеленнĕ; ку ушкăн "Атăл юрри" журнал кăларнă.

А. П. Милли 1923 çулта Шупашкарта Чăваш çĕршывне сăнакансен ушкăнне йĕркеленĕ. Ку ушкăн питех те пыеăк ĕçсем туса хăварнă: Чăваш наци музейне, Кĕнеке палатине, тĕпчев институтне тата ытти учрежденисене никĕслесе хăварнă. Çав çулхине А. П. Милли пуçарнипе "Чăваш çырăвĕн ушкăнĕ" йĕркеленĕ. Ку ушкăн пирки çырнă асаилӳсем нумай. Чăваш писателĕсен пĕрлешĕвĕ çав ушкăнран пуçланса кайнă, малтан ăна "Канаш" ят панă, унтан Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ ЧАПП тенĕ, кайран писательсен Союзе пулса тăнă.

А. П. Милли чăваш ялĕсем тăрӑх çуран çӳресе краеведени япалисене пухнă, сăвă-юрă çырса илнĕ. Вăл хăй те халăх сăмахлăхĕ евĕрлĕ çырма юратнă. Сăвăç ĕмĕрĕ телейсĕр вĕçленнĕ. Ăна "халăх тăшманĕ" тесе 1938 ҫулта айăпланă. 1942 ҫулта кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче вилнӗ. Таса ятне 1956 ҫулта тавӑрнӑ.

Усӑ курнӑ литература

Алексей Милли (1894-1942) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренӳпе вулав кĕнеки, / Н. Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. – С.75.