Лисина Ева Николаевна
(1939)

Лисина Ева Николаевна

Ева Николаевна Лисина — чăваш ача-пăча çыравçи, Митта Ваçлей премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм Союзри чи лайăх ача-пăча кĕнеки конкурс çĕнтерӳçи, чӑваш Библи куçаруçи.

Вӑл 1939 çулхи утă уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Патăрьел районĕнчи Именкасси ялĕнче вĕрентӳçĕ кил-йышĕнче ҫуралнӑ. Аслӑ Арапуҫӗнчи шкулта, Мускав ял хуçалăх Тимирязев ячĕллĕ академийĕнче агроном-биолога вĕренсе тухнă. Мускав патшалăх университечĕн ботаника садĕнче, Мускаври ют çĕр чĕлхисен литература библиотекинче, Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕрентӳçĕре ĕçленĕ, Театр институтĕнче пулас чăваш артисчĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Ачасем валли кӑларнӑ чи лайӑх кӗнекесен Пӗтӗм Союзри пӗрремӗш конкурсӗнче «Хупах хӑлха Илюк» повеҫшӗн ҫыравҫӑ иккӗмӗш преми илнӗ (1987). Е. Лисина 1988 ҫулта СССР Писательсен Союзне кӗнӗ.

1991 çулта "Нимĕç хумĕ" радиостанци (ФРГ, Кельн) ирттернĕ конкурсра 1600 калав хушшинче "Çăкăр чĕлли" калавĕпе (Deutsche Welle Literature Prize) çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. Асăннă калав тăрăх ăнăçлă радиопьеса (нимĕçле) йĕркеленĕ.

1994 çултанпа Шупашкарта пурăнать.

Ева Лисина чăвашла тата вырăсла çырнă нумай калав, юмах, повеç, пьеса авторĕ. чăвашла А. Н. Островский, Э. де Филиппо, П. Гаринеи, Ю. О’Нил тата ытти çыравçă хайлавĕсене куçарнă.

Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӗньял ачисем», «Хупах хӑлха Илюк», «Тепӗр ҫул та килетпӗр», «Ҫӑкӑр чӗлли», «Пӑркка мучи калавӗсем», «Вӗҫекен кӳлӗ» т.ыт.те.