Лисаев Иван Иванович
(1939)

Лисаев Иван Иванович

Иван Иванович Лисаев 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хирлӳкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта, Канашри педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ. Шкулта, тӗрлӗ хаҫатсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ. 1975 ҫултанпа чӗрӗк ӗмӗр ытла «Ялав» журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ. Ӑна «Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ (1990). Малтанхи очеркӗсем 1960 ҫулта райхаҫатра пичетленнӗ.

И. Лисаев 1977 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ.

Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӗр чӗнет» (1966), «Ҫухалнӑ сукмак» (1966), «Вун пиллӗкре эпӗ, комбат» (1975), «Вӗҫет кайӑк кӑвакал» (1977), «Чӳречерен хурӑн шаккать» (1979), «Ирт, купӑсҫӑ, маларах» (1982), «Тупӑ сасси илтӗнместчӗ» (1984), «Халал» (1986), «Тивӗҫ» (роман, I – 1987, II – 1989).

Иван Лисаев // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 404.