Краснов Георгий Васильевич
(1937-2012)

Краснов Георгий Васильевич

Краснов Георгий Васильевич – чӑваш халӑх писателӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор.

Вӑл 1937 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Йĕрхкасси ялĕнче çуралнă. Мăн Явăшри çичĕ çул вĕренмелли шкултан, Çĕрпӳри ял хуçалăх техникумĕнчен, Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ университетăн журналистика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Советски МТС агрономĕ, «Знамя» колхоз агрономĕ тата председателен çумĕ пулса ĕçленĕ. Тундрăра пăлан ĕрчетекен «Заполярный» совхозăн агрономĕнче, 30-мĕш шахта проходчикĕнче, Коми телерадиокомитетăн Воркутари филиалĕн литсотрудникĕнче тата яваплă редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. Шупашкара куҫса килсен Чӑвашрадио тӗп редакторӗ тата Телерадиокомитет председателӗн ҫумӗ, Писательсен союзен правленийен яваплӑ секретарӗ, «Тӑван Атӑл» журналӑн тӗп редакторӗ, Писательсен союзӗн правленийӗн ертӳҫи пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл Шупашкарти Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче ачасене верентнӗ, Вӗренӳ институтӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика кафедринче ӗҫленӗ.

Литературӑри Ҫитӗнӳсемшӗн вӑл Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премине (1979), «Чӑваш АССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ҫченӗ» хисеплӗ ята (1984) тивӗҫнӗ. Г. Краснова 1969 ҫулта Писательсен союзне йышӑннӑ.

Пурĕ 20 ытла кĕнеке тухнă: «Кăмăл туртăмĕ» (1973), «Çамрăклăх пĕрре килет» (1974), «Ӗмер тикĕс килмест» (1979), «Кавар» (2004), «Хĕрлĕ тюльпан» (2007), «Чипер хĕр ача Ксени» (2010) тата ыттисем. Унăн кĕнекисене вырăсла, белорусла, кăркăсла тата ытти чĕлхелле куçарса кăларнă.

Ҫыравҫӑ 2012 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.

Георгий Краснов // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2015. – [Т. 4] : Ача-пӑча валли ҫырнӑ хайлавсем. - С. 276.