Кипеч (Ефимов) Анатолий Ильич
(1937)

Кипеч (Ефимов) Анатолий Ильич

Анатолий Кибеч (Анатолий Ильич Ефимов) 1937 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Чулкӑмака ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта, Ӑвӑспӳрт Кипечри вӑтам шкулта, Васильевӑри вӑрман техникумӗнче, Канашри педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Мускаври педагогика академийӗн аспирантуринче вӗреннӗ. А. Кибеч паллӑ публицист, ытларах чӑвашлӑх ыйтӑвӗсемпе ҫырать, вӑл республикӑри демократилле юхӑма пуҫарса яракансенчен пӗри, ун тӳпи Чӑваш наци конгресне йӗркеленӗ ҫӗрте те самай пысӑк. А. Кибеч педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, вӑл Шупашкарти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче философипе, эстетикӑпа, педагогикӑпа лекцисем вулать. Ӑна «Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ (1977).

А. Кибеч литература ӗҫне шкулта вӗреннӗ чухнех пуҫӑннӑ. Малтанхи калавӗ 1976 ҫулта «Капкӑн» журналта пичетленнӗ. Хальхи вӑхӑтра А. Кибеч чылай жанрпа тухӑҫлӑ ӗҫлет. Вӑл «Емӗр сакки сарлака» тата ытти вуншар юрӑ сӑмахӗсен авторӗ, унӑн пьесипе ҫамрӑксен театрӗ «Авлантарчӗҫ» спектакль лартнӑ.

А. Кибеч 1998 ҫултанпа Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Пурнӑҫ кӗнеки» (1991; 2002), «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» (1995), «Чӑваш пулма ҫӑмӑл мар» (1996), «Хӗҫ тумалли хурҫӑ» (1997), «Юратусӑр телей ҫук» (2000), «Улӑп таврӑнни» (2001).

Анатолий Кибеч // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 366.