Карягина Марина Фёдоровна
(1969)

Карягина Марина Фёдоровна

Марина Федоровна Карягина – чӑваш ҫыравҫи, журналист, Чӑваш Республикин патшалӑх премин, Чăваш Республикин Çамрăксен патшалăх, Митта Ваçлейĕ, Ç.Элкер ячĕллĕ премисен лауреачĕ.

Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче 1969 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнă.

1992 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Ҫав çултан пуҫласа Чăваш телевиденийĕнче ĕçлет, «Вырсарни ир» кăларăма ертсе пырать, эрнесерен ача-пăча валли «Шевле» передача хатĕрлесе эфира кăларать.

Ҫыравҫӑн пĕрремĕш кĕнеки 1995 çулта «Хум пăшăлтатăвĕ» ятпа пичетленсе тухнă. Вăл 10 ытла кĕнеке авторĕ, паллăраххисем: «Тăваткăл тĕлĕксем», «Талай хули», «Чĕрĕлĕх ташши», «Хура тумлă арçын», «Юрăсăр уй», «Çур çĕр варринчи хĕвел» тат ыт.те.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ 2010 ҫулта сцена ҫине кӑларнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» сӑвӑлла трагедишӗн Марина Карягина Чӑваш Республикин патшалӑх премине тивӗҫнӗ (2013).

Раççей писателĕсен (1996), Еврази Писательсен союзĕсен членĕ.