Ивник (Николаев) Иван Николаевич
(1914-1942)

Ивник (Николаев) Иван Николаевич

Паллă çыравçă, фольклорçă, тĕпчевçĕ Иван Николаевич Ивник Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи Çавалкас Мăрат ялĕнче 1914 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă.

1928 çулта Кĕçĕн Кипекри сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1928-1931 çулсенче Шупашкарти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. Литература ĕçне 1930 çулсен пусламăшĕнче тытăннă. Чăвашра, Самарта, Хусанта тухса таракан хаçат-журналта Иван Ивник çырнă сăвă-юрă, поэмăсем пичетленме пуҫланӑ. 1932 çулхи кĕркунне Хусанти право институтне вĕренме кĕнĕ, сывлăхĕ начар пирки иккĕмĕш курсран Самара куçса кайнă. Унта «Колхозник» ятлă чăваш хаçатне ĕçлеме вырнаçнă.

1933-1934 çулсенче Раççейри телеграф агентствин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ятарлă корреспонденчĕ пулнă. Унтан темиçе çул «Колхозник ялавĕ» хаçат редакцийĕн литература сотрудникĕ тата Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕнче вăй хунă. 1937-1938 çулсенче И. Ивник «Пионер сасси» хаçатра вырăсла страницăсем кăларас тĕлĕшпе ĕçленĕ. Шупашкарти тата Самарти хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ тапхӑрта тĕрлĕ жанрлă произведенисем ("Павлик Морозов" (1934), "Киркка Иленĕ" (1935), "Телей юмахĕ" (1938) хайланă.

Иван Ивника тĕпчевçĕсем поэт-лирик тесе хаклаççĕ. Унăн "Шурă кăвакарчăн", "Тул çутăлать" сăввисене, халăхра анлăн сарăлнă юррисене ("Ирхи Атăл", "Кĕтрĕм, кĕтрĕм сана" тата ыттисене те) чăваш ĕç çыннийĕ хапăлласа йышăннă пулнă.

Ивник Шупашкарти тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕнче ĕçленĕ. Чăваш ялĕсем тăрах çÿресе халăх сăмахлăхне, краеведени япалисене пухнă, сăвă-юрă нумай çырса илнĕ. Хăй те халăх сăмахлăхĕн мелĕсемпе анлăн усă курнă. Лирикӑн ĕçлес кăмăлĕ пысӑк пулнӑ, анчах ăна туберкулез чирĕ ураран ÿкернĕ.

И. Ивник çырнă произведенисенчен чи паллăраххисем: «Киркка Иленĕ», «Чемей пăлхавĕ» поэмăсем. Вăл вырăс классикĕсемпе урăх çĕршывсенчи паллă писательсен произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ.

Унăн паллăрах кĕнекисем: «Çуркунне» (1933). «Çĕнĕ сăвăсем» (1937). «Лирика» (1930). «Сăвă кĕнеки» (1940). «Сăвăсемпе поэмăсем» (1947,1984).

Поэт 1942 çулхи майăн 28-мĕшĕнче вилнĕ.

Иван Ивник (1914-1942) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н.Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. - С. 208.