Исмуков Николай Аверкиевич
(1942)

Исмуков Николай Аверкиевич

Н. Исмуков — Чӑваш Республикин ӳнерĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Патшалăх премийĕн лауреачĕ, паянхи чăваш поэзийĕн чи пысăк ăстисенчен пĕри.

Николай Аверкиевич Исмуков 1942 çулхи пушăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енри Патăрьел районĕнчи Первомайскинче колхозник кил-йышĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкул хыççăн Екатеринбургри патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, Мускаври В.И. Ленин ячĕпе хисепленекен педагогика университетĕнче философи енĕпе аспирантура пĕтернĕ.

Тĕрлĕ çулта вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче тата республикăри аслă шкулсенче ĕçленĕ. Чылай вӑхӑт хушши Мускав коопераци институчĕн Шупашкарти филиалĕнче философи кафедрин пуçлăхĕ тата декан ĕçне туса пынӑ. Н. Исмуков философи енĕпе малтан кандидат, кайран доктор диссертацине хӳтĕленĕ. Пилĕк монографипе çĕр ытла статья пичетлесе кăларнă.

1988 çулта ăна СССР çыравçисен союзне илнĕ. Унăн малтанхи сăвви 1954 çулта Первомайски район хаçатĕнче «Коммунарта» пичетленнĕ.

Н. Исмуков поэзийĕ философиллĕ туртăмпа палăрса тăрать.

Унăн паллăрах кĕнекисем: «Çĕр юрри» (1990), «Ахăр самана» (1992), «Тăват йĕркен» (1997), «Хĕрлĕ пилеш сапаки» (2003).