Гордеев Денис Викторович
(1938)

Гордеев Денис Викторович

Денис Викторович Гордеев Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче 1938 ҫулхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта ҫичӗ класс пӗтерсен Полина Осипенко ячӗллӗ вӑрман промышленность эртелӗнче ӗҫленӗ. Унтан Комсомольскинчи вӑтам шкула пӗтернӗ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, партии Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫар службинче виҫӗ ҫул пулнӑ. Ҫирӗм ҫула яхӑнах пичетре ӗҫленӗ. Комсомольскинчи район хаҫачӗн яваплӑ секретарӗ, редактор ҫумӗ пулнӑ, Муркаш район хаҫачӗн редакторӗ, Чӑваш кӗнекен издательствин директорӗ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн пай пуҫлӑхӗ пулнӑ. Пӗр хушӑ СССР Литфончӗн Чӑваш уйрӑмне директор пулса ертсе пынӑ, Писательсен союзӗн литература консультатӗнче ӗҫленӗ.

Д. Гордеев ача-пӑча кӗнекисем те, сӑвӑ пуххисем те, калавсемпе повеҫсен кӗнекисем те кӑларнӑ. Д. Гордеев 1978 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ. Литературӑри ўсӗмсемшӗн ӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ (2000). Паллӑрах кӗнекисем: «Ӑшӑ ҫумӑр» (1975), «Ҫеҫен хир ҫилӗ» (1976), «Хурӑнсар» (1978), «Тӗрленӗ кӗпе» (1983), «Чи вӑрӑм кун» (1985), «Карӑк туйӗ» (1986), «Куккуклӑ сехет» (1988), «Акман ыраш» (1992), «Ҫурта кунӗ» (2000), «Ҫич ҫунатлӑ курак» (2002).

Денис Гордеев // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза .– С. 384.