Желтухин Герман Николаевич
(1945)

Желтухин Герман Николаевич

Герман Николаевич Желтухин 1945 ҫулхи кӑрлач уйахӗн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта Тӗрлемесри вӑтам шкула пӗтернӗ, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. 1964–1967 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче пулнӑ. 1971 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. «Коммунизм ялавӗ» («Хыпар») хаҫатра, Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. 1981 ҫултанпа – «Тӑван Атӑл» журналта: литсотрудник, пай редакторе, яваплӑ секретарь, тӗп редактор, шеф-редактор. Ҫав вӑхӑтрах 1995 ҫултанпа – Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультечӗн доценчӗ.

1977 ҫултанпа СССР журналисчӗсен, 1989 ҫултанпа СССР писателӗсен союзӗсен членӗ. Малтанхи сӑвви Куславкка районӗнчи «Ленин ялавӗ» хаҫатра 1958 ҫулта пичетленнӗ. Вунна яхӑн кӗнеке кӑларнӑ.

[2016 ҫулхи январӗн 5-мӗшенче вилнӗ].

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Виҫӗ медале тивӗҫнӗ. Республикӑри журналистсен Ҫ. Элкер ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ.

Герман Желтухин // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 472.