Галкин Александр Алексеевич
(1928-2002)

Галкин Александр Алексеевич

Александр Алексеевич Галкин 1928 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Чупкаҫра ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш, Юнтапари тулли мар вӑтам шкулсенче, Калининӑри педучилищӗре, Шупашкарти педагогика институтӗнче вӗреннӗ. Ҫамрӑклах сӑвӑсем ярӑмланӑ, тутар писателӗн Кави Наджмин «Ҫурхи ҫилсем» романне ушкӑнпа куҫарас ӗҫе хутшӑннӑ. Литературӑри пултарулӑхне кура А. Галкина Чӑваш кӗнеке издательствине ӗҫе илнӗ. Поэт 47 ҫул ытла пичет ӗҫӗнче вӑй хунӑ.

Поэт хайлавӗсемпе чӑваш композиторӗсем ик ҫӗре яхӑн юрӑ кӗвӗленӗ.

Чӑваш литературине аталантарас тӗлӗшпе вӑй хунӑшӑн тата общество ӗҫӗнче пысӑк активлӑх кӑтартнӑшӑн поэта 1977 ҫулта «Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», 1997 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ» хисеплӗ ятсемпе чысланӑ.

А.А. Галкин 2002 ҫулта вилнӗ.

Александр Галкин // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 307.