Федорова Любовь Михайловна
(1952)

Федорова Любовь Михайловна

Федорова Любовь Михайловна 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Энтепе ялӗнче ҫуралнӑ.

Ялти тулли мар, Патӑрьелӗнчи вӑтам шкулсене пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Тӗмер, Аслӑ Пӑла Тимеш, Энтепе шкулӗсенче тӑван чӗлхепе литература вӗрентнӗ. Каярахпа тӗп хулари 23-мӗш шкулта вӑй хунӑ, «Пике» журнал редакцийӗнче тӑрӑшнӑ.

Ҫирӗм ҫул ытла Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ гимназире ачасене чӑваш чӗлхипе литература вӗрентет. 1994 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн писательсен союзӗнче тӑрать.

Вӑл «Йӳҫӗ пыл», «Ҫичӗ хӗлӗхлӗ чӗлхе», «Пӗлӳ ҫӑкӑр ыйтмасть» кӗнекесен авторӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.

Любовь Федорова // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 533.