Хӗветӗр Михали (Федоров Михаил Федорович)
(1848-1904)

Хӗветӗр Михали (Федоров Михаил Федорович)

Михаил Федорович Федоров (Хӗветӗр Михали) 1848 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17(29)-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уесӗнчи (халӗ Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрет) Хурапхара ҫуралнӑ.

1864–1869 ҫулсенче Шӗнерпуҫӗнчи икӗ класлӑ шкулта, 1869–1873 ҫулсенче Самарти учительсем хатӗрлекен семинарире вӗреннӗ. Унтан пӗр хушӑ хӑй пӗлӳ пухнӑ шкултах, Шӗнерпуҫӗнче, учительте ӗҫленӗ. 1879 ҫулта вӑл Хусанти учительсем хатӗрлекен семинари ҫумӗнче икӗ тата виҫӗ класлӑ хула училищисем валли учительсем хатӗрлекен курсра вӗреннӗ, хула училищин учителӗ ятне илме экзаменсем панӑ. Унтан Шупашкарти виҫӗ сыпӑклӑ училищӗре ӗҫленӗ. Кунтах ӑна уесри училищӗсен совечӗн членне те суйланӑ. 1891 ҫулта ӑна Царевококшайск (хальхи Йошкар-Ола) хулине икӗ сыпӑклӑ шкул пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме янӑ. Кунта та вӑл хӑй пултаруллӑ педагог пулнине кӑтартса панӑ. Учительсене нумай пулӑшнӑ, ачасене тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ.

Унӑн «Арҫури» поэми 1908 ҫулта «Чӑваш халапӗсем» кӗнекере кун ҫути курнӑ.

Поэт 1904 ҫулта чирлесе вилнӗ.

Михаил Федоров // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 42.