Енӗш Виталий Григорьевич
(1941)

Енӗш Виталий Григорьевич

Виталий Енӗш (Виталий Григорьевич Григорьев) 1941 ҫулхи октябрӗн 19-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Пратьякас-Енӗш ялӗнче ҫуралнӑ. Ямашри вӑтам шкулта сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫара кайиччен ялта ӗҫленӗ. Ҫартан таврӑнсан, 1964–1965 ҫулсенче, Пушкӑртстанри Стерлитамак хулинче токарьте, слесарьте вӑй хунӑ. Ун хыҫҫӑн 1970 ҫулччен Аургазӑ районӗнче чӑвашла тухса тӑракан «Ҫӗршыв ҫулӗ» хаҫатра тӑлмачра ӗҫленӗ.

1970 ҫулта ӑна Шупашкара «Капкӑн» журнал редакцийӗнче ӗҫлеме чӗнсе илнӗ. Малтан пай пуҫлӑхӗнче, унтан яваплӑ секретарьте, редактор ҫумминче ӗҫленӗ. 1979–1981 ҫулсенче Мускаври Литература институчӗн аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Чӑваш Писателӗсен союзӗн литература консультантӗнче вӑй хунӑ, СССР Литфончӗн Чӑваш уйрӑмӗн директорӗ пулнӑ.

В. Енӗш 18 кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем вырӑсла, украинла, пушкӑртла кун ҫути курнӑ. Ӑна «Пушкӑртстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Юлашки ҫулсенче Чӑн тӗн кӗнекисене чӑвашла куҫарса кӑларас енӗпе ӗҫлет. 20 ытла кӗнеке хатӗрлесе кӑларнӑ.

В. Енӗш 1978 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӗр тӗрекӗ» (1972), «Чи маттурри – Урине» (1984), «Ҫулҫӑ айӗнчи ҫырла» (1986), «Чун кӑварӗ» (1987), «Чиркӳ ҫулӗ» (2002).

Виталий Енӗш // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 424.