Улькка Эльмен (Куликова Ольга Геннадьевна)
(1961)

Улькка Эльмен (Куликова Ольга Геннадьевна)

Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) 1961 ҫулхи ҫурла уйахӗн 31-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче ҫуралнӑ. Ярмушкӑри вӑтам шкултан, Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑрнар районӗнчи Калининӑри вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентнӗ. 1990 ҫулта районти «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫатра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Санарпуҫӗнчи вӑтам шкулта директор ҫумӗ, район администрацийӗнче тӗрӗслевпе йӗркелӳ пайӗн тӗп специалисчӗ пулса ӗҫленӗ, «Капкӑн» журнал редакцийӗнче вӑй хунӑ.

Пӗрремӗш сӑввисемпе калавӗсем, повеҫӗсем район хаҫатӗнче ҫапӑннӑ, «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Ҫил ҫунат» журналсенче пичетленнӗ. У. Эльмен 2002 ҫултанпа Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ.

Унӑн кӗнекисем: «Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..» (Почему так далека моя звезда) (2001), «Кая юлнӑ ӳкӗнӳ» (Запоздалое раскаяние) (2002), «Упраймарӑм сана» (Не уберегла тебя) т. ыт. те.

Улькка Эльменне Чӑваш Республикин Патшалах Канашӗн хисеп хучӗпе чысланӑ.

Улькка Эльмен // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. - [Т. 1] : Проза. – С. 527.