Элпи (Андреева) Валентина Андреевна
(1913-2014)

Элпи (Андреева) Валентина Андреевна

Валентина Эльби (Валентина Андреевна Андреева) 1913 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Кивӗ Пуянкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1930 ҫулта Кавалти сакӑр ҫул вӗренмелли шкула ӑнӑҫлӑ пӗтерсен Шупашкарти медицина техникумне вӗренме кӗнӗ. Хӗсӗк те юрлӑ пурнӑҫа пула вӗренӗве вӑхӑтсӑр пӑрахма тивнӗ. Ҫулталӑка яхӑн Вӑрмар районӗнчи Пӑртасра пульницара ӗҫленӗ. Унтан Чӑваш пединститучӗн хатӗрленӳ уйрӑмӗнче, Чӑваш парти обкоме ҫумӗнчи хаҫат шкулӗнче, марксизм-ленинизм университечӗн каҫхи уйрӑмӗнче вӗреннӗ.

1932–1934 ҫулсенче Куславкка район хаҫатӗнче, «Канаш» хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн мӗн канӑва тухичченех радио ҫуртӗнче ача-пӑча передачисене йӗркелесе пынӑ.

Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медальпе наградӑланӑ, «Чӑваш АССР культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ (1989). Литература ӗҫне вӑл 1946 ҫулта пуҫӑннӑ. Унтанпа ҫирӗме яхӑн кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ.

[2014 ҫулта авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ].

В. Эльби 1940 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн, халӗ Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Куҫса ҫӳрекен ҫурт» (1956), «Эпӗ халь телейлӗ» (1963), «Чӗнтӗрлӗ кӗпер» (1967), «Пулас кинсем» (1971; 1975), «Юратнӑ мӑшӑрсӑр» (1983), «Малтанхи савни» (1993), «Качча кайсан» (2002).

Валентина Эльби // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 141.