Думилин Илья Петрович
(1911-1942)

Думилин Илья Петрович

Илья Петрович Думилин 1911 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Тăрăнта вӑтам хресчен килйышĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкулта, унтан Туçари сакӑр çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ.

Пĕрремĕш пилĕкçуллăх вăхăтĕнче Думилин инçетри çурçĕре тухса кайнă, унти паллă стройкăсем тăрӑх курса ҫӳренӗ.

1933 çулта поэт хăйсен ялне таврăннă та пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ.

Литература ĕçне И. Думилин сăвăсенчен тытăннă. Унăн малтанхи сăввисем "Сунтал" журналта пичетленнĕ ("Çумăр хыççăн", "Каçхи Атăл", "Кĕркунне"...). Вăл калавсемпе очерксем те чылай çырнă ("Иккĕмĕш пурнăç", "Ĕç кĕвви", "Кĕрхи чечексем" т. ыт, те).

1941 çул. Совет çĕршывĕ çине фашистла вăрă-хурахсем тапăннă çул. Думилин вăрçă хирне, фронта тухса кайнӑ кун та: "Тăшмана çĕмĕрсе тăкмасăр киле таврăнмастпăр!"– тенĕ.

Илья Петрович Думилин 1942 çулхи ноябрь уйăхĕнче Сталинград патĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.

Илья Думилин (1911-1942) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н. Г. Иванова, В. П. Никитин, С. С. Самсонова пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1996. – II пай. – С. 291.