Давыдов-Анатри Ваҫлей Иванович
(1917-2010)

Давыдов-Анатри Ваҫлей Иванович

Василий Иванович Давыдов-Анатри 1917 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче хальхи Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Республикӑри хаҫат шкулне, учительсен институтне пӗтернӗ. 1940–1941 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ, унтан таврӑнсан Первомайски районӗнчи «Коммунар» хаҫат редакторӗнче, КПСС Чӑваш обкомӗн инструкторӗнче, Чӑваш АССР Министрсен Совечӗн Радиоинформаци комитечӗн тӗп редакторӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗнче, Чӑваш писателӗсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюро пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.

Поэт 50 кӗнеке ытла пичетлесе кӑларнӑ. Чӑваш композиторӗсем унӑн сӑввисемпе пилӗк ҫӗр юрӑ, юрӑпа ташӑ сюитисем, ораторисемпе кантатӑсем, опера ҫырнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑваш халӑх поэчӗ, Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ, Халӑхсен туслӑхӗн орденӗн кавалерӗ.

1958 ҫултанпа СССР писателӗсен союзӗнче тӑнӑ.

Поэтӑн чи паллӑ кӗнекисем: «Пӗчӗк туссем», «Чӗре хушнипе», «Чеменпе Мерчен», «Илемпи», «Телейпе туслӑх», «Шурӑмпуҫ хӑпарсан» т.ыт.те.

2010 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Ваҫлей Давыдов-Анатри // Чӑваш литературин антологийӗ. - Шупашкар, 2013. - [Т. 2] : Поэзи. - С. 257.