Чиндыков Борис Борисович
(1960)

Чиндыков Борис Борисович

Борис Борисович Чиндыков 1960 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Палтай ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнче, Мускаври A.M. Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ (1979–1984). «Молодой коммунист», «Тӑван Атӑл» редакцийӗсенче, «ЛИК Чувашии» литература журналӗн тӗп редакторӗнче вӑй хунӑ, «Аван-и» хаҫат йӗркелесе янӑ. Поэт, прозаик, драматург. Чӑваш эстрада юррисен сӑввисен авторӗ, вӑлах пӗрремӗш чӑваш мюзиклӗн («Нарспи») либреттине ҫырнӑ.

Профессиллӗ театрсенче тӗрлӗ ҫулсенче лартнӑ пьесисем: «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли», «Ҫурҫӗр хыҫҫӑнхи апатлану», «Алӑксем умӗнче» драмӑсем, «Урасмет» трагеди, «Масаркасси ясарӗн 77-мӗш матки» камит тата «Хура чӗкеҫ» монодрама.

СССР Писательсен союзӗн членӗ (1990). К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ сцена ҫине кӑларнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» драмӑшӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх премине тивӗҫнӗ (1993).

Борис Чиндыков // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2014. – [Т. 3] : Драматургия. – С. 440.