Борлен (Тихонов) Борис Леонтьевич
(1934-2013)

Борлен (Тихонов) Борис Леонтьевич

Борлен (Тихонов) Борис Леонтьевич – чӑваш писателӗ, публицист, поэт, журналист, педагог.

Вӑл 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 1934 Елчӗк районӗнчи Кивӗ Арланкассинче ҫуралнӑ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Шупашкарти хаҫатсенче ӗҫленӗ, Елчӗк районӗнчи «колхоз ялавӗ» хаҫӑтра вӑй хунӑ, «Победа» колхозра нумай тиражлӑ «Ҫӗнтерӳшӗн» хаҫат йӗркелесе янӑ.

1961-1993 ҫулсенче Пушкӑртстанра пурӑннӑ. Вӑл чӑваш хаҫачӗн сотрудникӗ, профтехучилище директорӗн ҫумӗ, хӑй йӗркелесе янӑ вӗрентӳпе ӗҫ комбиначӗн директорӗ, «Коммунизм ялавӗ» тата «Урал сасси» хаҫатсен ятарлӑ корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ.

1993-1995 ҫулсенче вӑл Хусанта тухса тӑракан «Сӑвар» хаҫат редактрӗн ҫумӗ, Хусанти патшалӑх педагогика институчӗн аслӑ преподавателӗ пулса ӗҫленӗ.

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан Шупашкар хулине куҫса килет. Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче литература кружокне тӳлевсӗр майпа ертсе пырать. Вӑл «Капкӑн» журналӑн редколлеги членӗ пулнӑ.

Борис Борлен – РСФСР халӑха вӗрентес ӗҫ отличникӗ (1980). 2003 ҫултанпа РФ Писателӗсен союзӗнче тӑнӑ.

Унӑн паллӑрах кӗнекисем: Виҫӗ легенда», «Асатте килӗнче», «Кам вӗт мӗншӗн уйрӑлать», «Пӑртас патшапа чӑваш Турханӗ», «Кӗсменсем тӑкаҫҫӗ кӗмӗл», «Ҫӗнӗ ӗмӗр, ҫӗнӗ ӗмӗт», «Саламлама явмаҫҫӗ саламат», «Ҫӗр хуҫи-ши эс, Хӗветӗр», «Паянхи пулӑм-курӑм», «Хаваслӑ паллашу» т.ыт.те.

Ҫыравҫӑ 2013 ҫулта ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ.