Бичурин (Иакинф) Никита Яковлевич
(1777-1853)

Бичурин (Иакинф) Никита Яковлевич

Никита Яковлевич Бичурин – тӗнчипе паллӑ китаевед, чӑвашран тухнӑ малтанхи академик ,тӗпчевҫӗ, ҫы равҫӑ, куҫаруҫӑ. Ачалӑхне вӑл Шупашкар ҫывӑхӗнчи Шемшерте тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче ирттернӗ. Саккӑрта чухне, 1785 ҫулта, ӑна Сӗве хулинчи училищӗне ӑсатнӑ. Авалхи Сӗвехули халӗ Атӑл варринчи утрав пулса юлнӑ. Унта Бичурин вӗреннӗ, пурӑннӑ, пырса ҫӳренӗ ҫуртсем чиперех упранаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗр мӑнастирӗнче сыватӑш (больница) уҫнӑ.

Никита Бичурин ячӗпе Шӗнерпуҫӗнче музей пур. Сӗвепе Хусанта, Иркутскпа Кяхтӑра хальлӗхе асӑну хӑмисем ҫапман-ха.

Иакинф атте Иркутскра архимандритра тӑнӑ. Вознесени мӑнастирӗн пуҫлӑхӗ тата семинари ректорӗ пулнӑ. Иркутск облаҫӗн архивӗнче И. Я. Бичурин хӑй аллипе ҫырнӑ хутсем нумай; Кяхтӑра, китай шкулне уҫнӑ хулара, пысӑк портречӗ упранать.

Бичурин паттӑрлӑхӗ Китайра вырӑс тӗн миссине ертсе пынӑ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ. Вӑл унта китай чӗлхине тӗплӗ вӗреннӗ, нумай кӗнеке куҫарнӑ, хӑй те ҫырнӑ.

Бичурин вил тӑпри Петербургра, Александр Невский лавринче. Кунта ӑна манмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Пушкин, Брюллов, Крылов, Белинский, Герцен, Бестужевсен тата ытти паллӑ вырӑс ҫыннисен ячӗсене каланӑ чухне Иакинф атте те вӗсемпе пӗрле пулнине аса илеҫҫӗ.

Иакинф Бичурин – чӑваш халӑхӗн мухтавӗ. Ун ҫинчен кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке тухнӑ.

Никита Бичурин (1777-1853) // Чăваш сăмахлăхĕ : 10-мĕш класăн вĕренÿпе вулав кĕнеки / Н.Г. Иванова, В. П. Никитин пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 1993. – I пай. – С. 246.