Айташ (Григорьев) Юрий Григорьевич
(1938-2014)

Айташ (Григорьев) Юрий Григорьевич

Юрий Григорьевич Григорьев (Айташ) 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Ҫавалкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Кӗҫӗн Кипекри вӑтам шкултан вӗренсе тухсан Хусан университетӗнче пӗлӳ илнӗ, унтан Тутарстанри чӑваш шкулӗнче ачасене вырӑс чӗлхипе литературные вӗрентнӗ. Чӑваш телевиденипе радио комитетӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче, Чӑваш писателӗсен союзӗн правлени аппаратӗнче, «Хатӗр пул» тата «Тӑван Атӑл» журналсен редакцийӗсенче ӗҫленӗ.

Ҫыравҫӑн паллӑрах кӗнекисем: «Йӗплӗ роза» (1969), «Тӗлпулу» (1972), «Кӑнтӑр ҫутипе» (1974), «Сӑнсем» (1976), «Ирхи кӳлӗм» (1979), «Атнер» (1988, 1995), «Шӑпа» (1991); «Круг жизни» (1977), «Холмы России» (1981).

1974 ҫултанпа СССР писателӗсен союзӗн членӗ.

«Ирхи кӳлӗм» сӑвӑ кӗнекишӗн Юрий Айташа Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗпе чысланӑ. «Атнер» сӑвӑлла роман Чӑваш ССРӗн К. В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Вӑл Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

[Айдаш Ю.Г. 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вилнӗ].

Юрий Айташ // Чӑваш литературин антологийӗ. - Шупашкар, 2013. - [Т. 2] : Поэзи. - С. 402.