Айхи Геннадий Николаевич
(1934-2006)

Айхи Геннадий Николаевич

Геннадий Николаевич Айхи (Лисин) – чӑваш халӑх сӑвӑҫи, тӑлмачӑ.

1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А. М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Вунă çул хушши ытла Мускавра В. В. Маяковский çурт-музейĕнче ĕçленĕ. Çав хушăра «Московский художник» тата «Полное описание иконографии В. В. Маяковского» ятлă тĕпчев ĕçĕсем çырнă.

Г. Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Г. Айхин чăваш поэзийĕ çинчен çырнă статьясем те пур, çырав ăсталăхĕ çинчен çырнă эссесем те, интервью та чылай.

Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г. Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ.

Геннадий Айхине Чăваш халăх поэчĕ ятне панă, Чăваш патшалăх премине парса чысланă. Çавăн пекех вăл — Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕршыври литература премийĕсен лауреачĕ: 1989 çулта К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш Енĕн патшалăх премиĕн, 1972 çулта Франци академиĕн премиĕн, 1993 çулта Петрарка ячĕллĕ премийĕн (Германи), 1993 çулта Ылтăн кăшăл Стружски поэзи каçĕсен (Македони) тата 1996 çулта Кăнтăр Тироль премиĕн (Австри) лауреачĕ пулнă. 1998 çулта ӳнерпе литература Орденĕн командорĕ (Франци) ятне тивĕçлĕ пулнă. 1987 çулта Андрей Белый ячĕллĕ премисене тивĕçнĕ.

Геннадий Айхи çырнă сценари тăрăх К. В. Иванов çинчен «Асран кайми» фильм ӳкернĕ.

Поэтăн паллăрах кĕнекисем: чăвашла — «Аттесен ячĕпе» (1958), «Утăм» (1964), «Палăрăм» (1971), «Чĕрĕ тĕвĕ» (1975), «Сăвăсем» (1980), «Халал» (1988), «Сăвăсемпе поэмăсем» (1994), вырӑсла – «Здесь» (1991), «Отмеченная зима» (1992), «Теперь всегда снега» (1992), «Поля – двойники» (2006), «Разговор на расстоянии» (2001), Собрание сочинений (в 9 т., 2009) и др.

Геннадий Айхи 2006 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. Ӑна тӑван ялӗнче пытарнӑ.

Г. Айги литература картти