Асамат Светлана Васильевна
(1952)

Асамат Светлана Васильевна

Светлана Васильевна Смирнова (Асамат) 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче суралнӑ. Канашри педагогика тата Шупашкарти Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищисене пӗтернӗ. Чӑваш телевиденипе радио хорӗнче юрланӑ, Шупашкарти телевидени студийӗн музыка передачисен редакторӗ, К .В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗн заведующийӗ пулнӑ. 1997 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн писательсен союзӗнче тӑрать.

С. Асамат сӑввисемпе чӑваш композиторӗсем ҫӗр ытла юрӑ, юрӑпа ташӑ сюити кӗвӗленӗ, поэтесса хӑй те юрӑсем ҫырать.

Сӑвӑҫа Чӑваш комсомолӗн Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ, Ульяновск облаҫӗн И. Я. Яковлев ячӗллӗ премийесене парса чыс тунӑ. Вӑл Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Ульяновск облаҫӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. 10 кӗнеке авторӗ.

Светлана Асамат // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 541.