Алентей (Алендеев) Василий Степанович
(1919-1989)

Алентей (Алендеев) Василий Степанович

Алентей (Алендеев) Василий Степанович – чӑваш халӑх ҫыравҫи, куҫаруҫӑ, СССР писателӗсен союзӗн членӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Вӑл 1919 ҫулхи юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти тулли мар вӑтам тата Мӑнҫырмари вӑтам шкулсенче вӗреннӗ. 1939 ҫулта В. Алендей ҫара кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ чухне вӑл чикӗ хуралӗнче тӑнӑ, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех фронта лекнӗ. Ленинград патӗнче йывӑр аманнӑ, хӑрах урасӑр тӑрса юлнӑ.

1944-1945 ҫулсенче вӑл Шупашкарти парти шкулӗнче вӗреннӗ. Вӑрмарта ФЗУ шкулӗн ертӳҫин ҫумӗ тата районти «Хӗрлӗ ялав» хаҫат редакторӗ пулнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ, «Тӑван Атӑл» журнала редакциленӗ.

Василий Алентейӗн малтанхи сӑввисем 1947 ҫулта пичетленнӗ. Паллӑрах кӗнекисем: «Пирӗн кил», «Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт», «Юратрӑм эп, хирсем, сире», «Курӑксене тайса ҫил вӗрет» тата ыттисем.

Ҫыравҫӑ 1989 ҫулхи пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

В. Алендей – поэт, прозаик, куҫаруҫӑ, ҫивӗч критик. Ӑна 1956 ҫулта СССР Писательсен союзне йышӑннӑ, Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин II степеньлӗ тата Халахсен Туслахӗн орденӗсемпе наградӑланӑ. 1983 ҫулта «Чӑваш АССР халӑх писателӗ» хисеплӗ ят панӑ.