Хветӗр Агивер (Федор Георгиевич Агивер)
(1943)

Хветӗр Агивер (Федор Георгиевич Агивер)

Хветӗр Агивер (Федор Георгиевич Агивер) 1943 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Нӗркеҫри ҫичӗ класлӑ шкулта, Ҫӗнӗ Кипеҫри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1965 ҫулта Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ. Вӗреннӗ хушӑрах Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑшри, Канаш районӗнчи Вӑтапуҫри шкулсенче ачасене вӗрентнӗ. Совет ҫарӗнче службӑра пулнӑ. Чӑвашрадиопа телевиденийӗнче ӗҫленӗ. Писательсен союзӗнче тӗрлӗ вырӑнсенче тӑрӑшнӑ. «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Капкӑн» журналсенче вӑй хунӑ. 1998 ҫулта «юриспруденция специальноҫӗпе Мускаври патшалӑх социаллӑ университетне пӗтернӗ. Мускавра А.М. Горький ячӗллӗ Литература институчӗн Аслӑ курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ. Чылай кӗнекесен авторӗ. В. Розов, В. Шукшин, А. Вампилов тата ытти вырӑс писателӗсен произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Республикинчи ҫыравҫӑсен «Хурӑнташ» союзӗн ертӳҫи. Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн Хветӗр Агивере «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ» хисеплӗ ят панӑ (1992).

Хветӗр Агивер 1976 ҫултанпа СССР Писателӗсен союзӗн членӗ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ешӗл хум» (сӑвӑсем, 1970), «Ҫапса ҫумӑр ҫӑвать» (новеллӑсем, 1974), «Юр хӗвет» (1976), «Юрату сӑмсахӗ» (1977), «Сар ачапа сарӑ хӗр» (1980), «Икӗ аркӑллӑ кӗпе» (1984), «Юратупа ҫӑкӑр» (пьесӑсем, 1990); вырӑсла – «Цвет черемуховый» (1982), «Утро журавлиное» (1985).

Хветӗр Агивер // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2003. – [Т. 1] : Проза. – С. 451.