«Чӑваш ен литература картти» проект ҫинчен

Чӑваш Республикин наци библиотеки «Чӑваш ен литература картти» проекта пурнӑҫласа пырать. Унӑн тӗллевӗ – чӑваш литература тӗнчин пуянлӑхӗпе нумай енлӗхне кӑтартасси, наци литературин чи паха тӗслӗхӗсене ҫӗклесси тата вулакансен хастарлӑхне ӳстересси, нумайрах вулама хистесси.

Чӑваш енӗн литература пурнӑҫне ҫутатса паракан информаци «Персонӑсем», «Географи кăтарткăçĕ», «Чăваш литератури çинчен», «Литература премийĕсем», «Литература пĕрлешĕвĕсем», «Литература пулăмĕ», «Кĕнеке вырăнĕсем», «Вулав залĕ» пайсенче вырнаҫнӑ.

«Персонӑсем» пая чӑваш литературин ӗҫченӗсене халалланӑ, вӑл Чӑваш Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн чӑвашсем ҫӑтӑ пурӑнакан регионсенче ӗҫлекен писателӗсен эткерӗпе паллаштарать. Кунта 300 ытла ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ тата пултарулӑхӗпе паллашма пулать. Вӗсем хушшинче чӑваш литературин классикӗсем те: Константин Иванов, Михаил Сеспель, Педер Хузангай, Яков Ухсай, Илле Тукташ; хальхи авторсем те: Юрий Семендер, Борис Чиндыков, Ева Лисина, Марина Карягина, Любовь Мартьянова, Лидия Сарине, Геннадийпе Николай Максимовсем, Михаил Юхма, Владислав Николаев, Арсений Тарасов, т.ыт.те. «Географи кăтарткăçне» чӑваш литературин ӗҫченӗсем ҫуралнӑ вырӑнӗсен - Чӑваш Республикин хулисемпе районӗсен тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти регионӗсен списокӗ кӗнӗ.

«Чăваш литератури çинчен» пайра чӑваш литературин аталанӑвне XIX ӗмӗрти 70-мӗш ҫулсенчен пуҫласа паянхи кунччен йӗрлеме пулать. Чӑвашла ҫырнӑ пӗрремӗш илемлӗ хайлавсем 1870-мӗш ҫулсенче кун ҫути курнӑ.

Чӑваш Республикин литература енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ наградӑсемпе тата вӗсен лауреачӗсемпе «Литература премийӗсем» пай паллаштарать.

«Литература пĕрлешĕвĕсем» пайра паянхи литература хутлӑхне илсе панӑ, унта писательсен пӗрлӗхӗсем, литература пӗрлешӗвӗсем, илемлӗ хайлавсем пичетлекен хаҫат-журналсем ҫинчен пӗлме пулать.

«Кӗнеке вырӑнӗсем» пайра Шупашкар хулинчи тата Чӑваш Республикин районӗсенчи вулавӑшсем, издательство ҫурчӗсем, кӗнеке лавккисем ҫинчен информаци вырнаҫтарнӑ.

«Литература пулӑмӗсем» пай кӗнекепе, литературӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ конкурссем, фестивальсем, уявсем ҫинчен ҫутатса парать.

«Вулав залӗ» - кӗнеке вулама юратакансемпе тӗпчевҫӗсем валли чӑн-чӑн тупра. Кунта «Чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫи: вуламалли 100 кӗнеке» коллекци вырнаҫнӑ. Вулакансем паллӑ чӑваш ҫыравҫисен электронлӑ кӗнекисемпе, хайлавӗсемпе ҫӑмӑллӑнах паллашма пултараҫҫӗ.

Проекта пӗтӗмӗшле пурнӑҫа кӗртсен Чӑваш Республикин литература пурнӑҫӗ, писательсен пӗрлӗхӗсемпе вӗсен пайташӗсем ҫинчен тулли информаци никӗсӗ чӑмӑртанӗ. Интернетпа усӑ куракансен чӑваш ҫыравҫисем, чӑваш литературин историйӗ, Шупашкарти литература палӑкӗсемпе вырӑнӗсем, паянхи литература хутлӑхӗ ҫинчен нумайрах пӗлме май пулӗ.

«Чӑваш ен литература картти» вулавӑшсемпе, ҫыравҫӑсемпе вулакансем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетессе, чӑваш литература тӗнчинчи хӑйне евӗрлӗ навигатор пуласса чунтан шанатпӑр. Эпир яланах ҫыравҫӑсемпе пӗрле кар тӑрса ӗҫлеме хатӗр, ҫавӑнпа та литераторсене ҫак карттӑна малалла тултарма хутшӑнма чӗнетпӗр. Пирӗнпе ҫыхӑнмалли мелсем:

Чӑваш Республикин наци библиотеки:

http://www.nbchr.ru/

e-mail: kray@nbchr.ru

тел. (8352)230217, + 144